Пур хыпар та
Новости
18 Мартӑн , 19:00

Мăшăрĕ руль умне ÿсĕр ларнăран хĕрарăм автомашинăсăр тăрса юлнă

Чекмагушри районсем хушшинчи суд Ĕпхÿ хулинче пурăнакан арçын тĕлĕшпе йышăннă приговора  вуласа панă. Вăл ÿсĕр пуçпа руль умне ларса иккĕмĕш хут йĕрке хуралçисен аллине çакланнă.

Мăшăрĕ руль умне ÿсĕр ларнăран хĕрарăм автомашинăсăр тăрса юлнă
Мăшăрĕ руль умне ÿсĕр ларнăран хĕрарăм автомашинăсăр тăрса юлнă

ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ пĕлтернĕ тăрăх, арçын 2025 çулхи ноябрь уйăхĕнче мăшăрĕн «Хёндай Солярис»  машини рулĕ умне ларнă.  Çул çинче ăна Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем чарнă. Тĕрĕслев ирттернĕ  хыççăн вăл ÿсĕр пулни çиеле тухнă. Арçын алкоголь ĕçсе çÿренĕшĕн маларах та административлă майпа явап тытнă пулнă.

 Йĕркене пăсакан хăй айăпне йышăннă. Суд ăна 240 сехет тăршшĕ ĕç наказанийĕ панă. Çавăн пекех икĕ çуллăха машина рулĕ умне ларма чарнă тата машинине патшалăх пурлăхне туртса илнĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас