Ведомствăра пĕлтернĕ тăрăх, хальхи ĕçсене калама çук тарăн юр çинче пурнăçлама, аран-аран куçса çÿреме тÿр килнĕ. Специалистсене ăста сунарçăсем пулăшнă. Учетчиксем маларах хывнă маршрутсемпе йĕлтĕрсемпе тата снегоходсемпе иртнĕ, тискер кайăксен йĕрĕсене шута илнĕ.
Халĕ материалсене тирпейлеççĕ. Унта пăши, хир сысни, хир качаки, çÿлевĕç, сăсар, шурă мулкач тата вăрманлă вырăнсенче пурăнакан кайăксем çинчен калакан даннăйсем пур. Шăпах çак цифрăсем хĕл каçнă хыççăн çут çанталăк лару-тăрăвне туллин ÿкерсе парĕç.
Тискер кайăксене шута илесси «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн шайĕнче пурнăçланать. Çавăн пекех патшалăх программин шайĕнче апатлантармалли лапамсене тирпей-илем кĕртнĕ, шăнкăрч йăвисем туса çакнă, вăрмансене сыхлассипе ĕçленĕ.