Пур хыпар та
Новости
19 Мартӑн , 09:00

Ĕпхÿри ЧНКАн – çĕнĕ ертÿçĕ

Ĕпхÿ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Унта автономин канашне тата çĕнĕ председательне суйларĕç. Малашне Ĕпхÿ хулинчи чăвашсен наципе культура автономине Юрий Михайлов ертсе пырĕ.

Ĕпхÿри ЧНКАн – çĕнĕ ертÿçĕ
Ĕпхÿри ЧНКАн – çĕнĕ ертÿçĕ

Юрий Павловича республикăри çеç мар, ун тулашĕнчи чăвашсем те лайăх пĕлеççĕ, паллаççĕ, хисеплеççĕ. Вăл 2002 çултанпах чăваш юхăмĕнче тăрăшать, 2005 çултанпа Пушкăртстан Республикинчи чăваш культура обществин ĕçĕсене йĕркелесе пырать. Пултаруллă чăваш хастарне Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2012 ç.) сумлă ята, СССР Аслă Канашĕн хушăвĕпе «Ĕçри хастарлăхшăн» медале (1986 ç.) парса чысланă.

Юрий Михайлов 2005 çултанпа патшалăх служби енĕпе пенсие тухнă, тивĕçлĕ канăва ПР Культура министерствин наци политики пайĕн ертÿçи должноçĕнчен кайнă. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, пурте чăваш пĕрлĕхĕн пурнăçне хастар хутшăнаççĕ.

Полина ДЕМЧЕНКО, ПР чăваш культура обществин председателĕн çумĕ.
  

Автор:
Читайте нас