Пур хыпар та
Новости
19 Мартӑн , 17:00

Пушкăртстан салтакĕ аманнă пулсан та фронт линине çитнĕ

«Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕн Даян Мурзин ячĕллĕ батальонĕн штурм ротин водителĕ Сергей Безруков ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă.

Пушкăртстан салтакĕ аманнă пулсан та фронт линине çитнĕ
Пушкăртстан салтакĕ аманнă пулсан та фронт линине çитнĕ

Сергей Безруков кĕçĕн сержант фронтăн хăрушă участокĕсенчен пĕринче çар заданине пурнăçланă. Çар çынни фронт линине çар хатĕрĕсемпе апат-çимĕç  леçме кайнă.

Çул çинче автомобильне тăшман дронĕ тапăннă. Çавна май техника сиенленнĕ, водитель суранланнă. Ыратнине пăхмасăр Сергей Безруков  лартнă тĕллеве пурнăçланă. Салтаксем çар комплекчĕллĕ тата апатлă пулнă. Подразделени çар тĕллевне ăнăçлă пурнăçланă.

Ăста, пуçаруллă тата татăклă йышăнушăн Сергей Безрукова наградăна тăратнă.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас