-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Вун тăхăр ҫулхи Валентина 2023 ҫулта «Чӑваш Ен пики» пулнӑ, 2024 ҫулта «Раҫҫей пики» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Халӗ вара «БРИКС пики» пулса тӑнӑ. Конкурса Раҫҫей, Бразили, Инди, Китай, ЮАР, ОАЭ, Индонези, Куба, Боливи, Беларуҫ, Узбекистан, Малайзи, Казахстан, Уганда, Таиланд, Нигери, Вьетнам çĕршывĕсен чипер хĕрĕсем хутшӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Валентина 2006 ҫулхи август уйăхĕн 11-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2024 ҫулта 5№ гимназирен лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухсан Мускаври Н.И.Пирогов ячӗллӗ Раҫҫей наци тӗпчев медицина институтне вӗренме кӗнӗ.
Чăваш халăх сайчĕ.