Конкурс суйлавне Раççей Культура министерстви ирттерет. Грантсене 2027 çулта пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме параççĕ.
Унта хутшăнма коммерцисĕр организацисене - патшалăх тата муниципалитет культура учрежденийĕсене тата патшалăх шутне кĕмен укçа-тенкĕпе çыхăнман организацисене (фондсем, ассоциацисем, укçа-тенкĕпе çыхăнман автономиллĕ организацисем) - йыхравлаççĕ.
Заявкăсене апрель уйăхĕн 5-мĕшĕччен пама май пур. Суйлав патшалăхран укçа-тенкĕ пулăшăвĕ памалли «Электронный бюджет» системăра иртет. Конкурс суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсене РФ Культура министерстви çирĕплетет. Çĕнтерÿçĕсен списокне ведомствăн официаллă пайĕнче çырса пĕлтерĕç. Результачĕсем май уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă пулĕç. Конкурса хутшăнмалли условисене министерствăн официаллă сайтĕнче çырса пĕлтернĕ.