Март уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ оперативлă канашлура Пушкăртстанри транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Любовь Минакова регионти автомобиль çулĕсене путăк-шăтăкран епле юсасси çинчен пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх регион пĕлтерĕшлĕ, муниципалитетсен хушшинчи тата вырăнти çулсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 19 пин çухрăм ытла, çав шутра регион пĕлтерĕшли – 9265 çухрăм, вырăнти – 10 пин çухрăма яхăн. Авариллĕ хăрушлăх кăларса тăратакан путăк-шăтăксене сивĕ тата шăратнă асфальтпа хуплаççĕ. Вĕри асфальт хатĕрлекен асфальтпа бетон завочĕсене апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче хута ярасшăн. Çулсене путăк-шăтăксенчен юсас ĕçсем Ĕпхÿ, Октябрьский, Нефтекамск хулисенче тата çичĕ муниципаллă районта пыраççĕ.
«Авариллӗ шӑтӑксене сивӗ е шӑратнӑ асфальтпа хуплас ĕçе май пур таран хӑвӑртлатмалла.Регион пĕлтерĕшлĕ çулсенче путăк-шăтăксене юсав ĕçĕсене цифрăлассине май уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлесшĕн.Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕччен çуркуннехи кӑлтӑксене пӗтермелле.Муниципалитетсене илес пулсан, вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене тӗрӗслессине тата вӗсене цифрӑлассине май уйӑхӗн 15- мӗшӗччен вӗҫлемелле, июнь уйăхĕн 15-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле", - тенӗ Любовь Минакова.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫулсем ҫинчи тупса палӑртнӑ шӑтӑксене хуплама, ӗҫе яланхи штаб мелӗпе йӗркелеме тата ҫул-йӗр ӗҫӗсен çулталăкри планӗсене хатӗрлеме хушнӑ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.