Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
27 Мартӑн , 08:00

Илем кÿрекенсене халалланă уяв

Пелепей хулинчи Культура керменĕнче Культура ĕçченĕсен кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Хăйсен профессиллĕ уявне паллă тума пултарулăх профессийĕн çыннисем, культура учрежденийĕсен, библиотекăсемпе музейсен, кинотеатрсен, ÿнер шкулĕсен ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç.

Илем кÿрекенсене халалланă уявИлем кÿрекенсене халалланă уяв
Илем кÿрекенсене халалланă уяв

Салам сăмахĕсемпе Пелепей район Канашĕн председателĕ Сергей Лущиц тата Социаллă аталану управленийĕн пуçлăхĕ Фидалия Халикова тухса калаçрĕç.

 Социаллă аталану управленийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Регина Хабутдинова 2025 çулхи пултарулăх тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, культура учрежденийĕсен çитĕнĕвĕсене тата отрасль ĕçченĕсем районти культура пурнăçĕн аталăнăвне тÿпе хывнине палăртрĕ.

Культура сферинчи чи пултаруллă ĕçченсене культура эткерлĕхне сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн наградăсемпе чысларĕç. Вĕсен хушшинче Пелепейри информаци центрĕн ĕçченĕсем те пулчĕç. Людмила Яковлева бухгалтер-экономист Пелепей районĕнчи культура ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн Хисеп хутне, «Урал сасси» хаçат корреспонденчĕ Инга Алексеева тата «Белебеевские известия» хаçатăн рекламăпа ĕçлекен специалисчĕ Эльмира Егорова çÿлерех асăннă организацин Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Хамăр ĕçтешсене тивĕçлĕ наградăсемпе саламлатпăр. Халăх ырлăхĕшĕн тата культура аталанăвĕшĕн малашне те тăрăшса ĕçлеме пултарулăх çитĕнĕвĕсем, интереслĕ проектсем тата çĕнĕ ÿсĕмсем тума сунатпăр.

Светлана ПРОКОФЬЕВА.

 

Илем кÿрекенсене халалланă уяв
Илем кÿрекенсене халалланă уяв
Илем кÿрекенсене халалланă уяв
Илем кÿрекенсене халалланă уяв
Илем кÿрекенсене халалланă уяв
Илем кÿрекенсене халалланă уяв
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас