Пишпÿлек районĕнчи уйрăм предприниматель Газиз Сираев «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕн витĕмĕпе 1,5 млн тенкĕлĕх субсиди илсе «Дема тăрăх каясси» çĕнĕ маршрут йĕркеленĕ.
Бизнесмен асăннă укçапа катамарансем, байдаркăсем, сапбортсем туяннă. Дема юхан шывĕ туристсене лăпкă юхăмпа тата тулли шывпа илĕртет – ку ачасемпе, çемьепе канмалли питĕ лайăх вырăн. Маршрута «олл-инклюзив» тытăма кĕртнĕ: йĕркелÿçĕсем трансферпа тивĕçтерĕç, хăнасене наци апат-çимĕçĕпе сăйлĕç, апатлантарĕç, паллă вырăнсене кăтартĕç. Хăрушсăрлăха уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрĕç. Шыв тăрăх кайиччен малтан кашнинчех шыв çулĕ çине ÿкнĕ йывăçсене тасатĕç, экологи мероприятийĕсем ирттерĕç.
Пушкăртстанра пурĕ 700 ытла туризм маршручĕ шутланать: шыв тăрăх каймалли экскурсисемпе этнотуризм маршручĕсенчен пуçласа промышленность экскурсийĕ таран. Çĕнĕ маршрут сезона уçма хатĕрленет те ĕнтĕ.