Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
31 Мартӑн , 12:00

Çăмăллăхсемпе усă куракансем электричкăсемпе çур хакпа çÿрĕç

Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен Пушкăртстанра социаллă пулăшу илме тивĕç çынсене регион çăмăллăхĕпе  тивĕçтерĕç: вĕсем хула çывăхĕнчи пуйăссемпе çÿренишĕн 50% таран йÿнерех тÿлеме пултарĕç. Пĕлтĕр çавăн пек çăмăллăхпа республикăра пурăнакан 550 пин çын усă курнă. Вĕсем – пенсионерсем, ĕç ветеранĕсем, репрессире пулнă тыл ĕçченĕсем.

Çăмăллăхсемпе усă куракансем электричкăсемпе çур хакпа çÿрĕçÇăмăллăхсемпе усă куракансем электричкăсемпе çур хакпа çÿрĕç
Çăмăллăхсемпе усă куракансем электричкăсемпе çур хакпа çÿрĕç

Билет туяннă чух çăмăллăх правине çирĕплетекен документ тата паспорт (оригинал)  кирлĕ.

Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен вара тÿлевсĕр çÿреме ирĕк пур. Вĕсем – сусăр çынсем, çар хирĕç тăрăвĕсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, блокадăри Ленинградра пурăннисем.

Пушкăртстанри шкул ачисемпе студентсем сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 15-мĕшĕччен çур хакпа çÿреме пултараççĕ.

Аса илтерме. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электричкăсем çуллахи чарăнусенче чарăнма тытăнĕç.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас