+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Самарăран электричка эрне кунсенче 17:30 сехетре тухĕ, Ĕпхÿ хулине вырăнти вăхăтпа 00:58 сехетре çитĕ. Каялла шăмат кун çула тухĕ. Ĕпхÿ хулинчен 6:50 сехетре тухĕ те Самарăна 12:18 сехетре çитĕ
Çул çинчи вăхăт 6 сехет те 28 минут тăсăлĕ. Маршрутра тăхăр чарăну – Кинель, Новоотрадная, Похвистнево, Бугуруслан, Абдулино, Приютово, Аксаково, Раевка, Дема - пулĕ. Билет хакĕ пĕр енне1600 тенкĕпе танлашĕ. Регионти тата федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен тÿлевсĕр çÿреме ирĕк пур.