Пысăк шахмат мероприятийĕ тĕрлĕ халăх çыннине пуçтарчĕ. Унта пурĕ 10 команда хутшăнчĕç. Турнир икĕ тапхăрпа тата ÿсĕм категорийĕсене шута илсе иртрĕ.
Аслă ÿсĕмрисем хушшинче Пелепей хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн командине (капитанĕ – Владимир Яковлев) çитекеннисем пулмарĕç. Иккĕмĕш вырăна Дагестан культура центрĕ тивĕçрĕ, виççĕмĕшне - ПР Халăхсен туслăх çурчĕ. Аслă ÿсĕмри пур вăйăçă та питĕ пултаруллă пулнине çирĕплетрĕç.
Çамрăксемпе ачасем хушшинчи ăмăрту та питĕ хĕрÿ иртрĕ. Кунта «Фортуна» экоцентр команди мала тухрĕ, иккĕмĕшне Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ, виççĕмĕшне тĕрĕк халăхĕсен «Дуслык» центр тивĕçрĕç. Мероприятие пурĕ 36 çын хутшăнчĕ. Унсăр пуçне вĕсене хавхалантарма ашшĕ-амăшсем те килнĕччĕ.
Шахматистсен ăсталăхĕсене И.А. Ишбердин, Т.Р. Назаров, Ю.П. Михайлов, Л.П. Михайлов, П.В. Демченко судьясем хак пачĕç.
Çĕнтерÿçĕсене пурне те ПР Халăхсен туслăх çурчĕн дипломĕсемпе тата М.В. Гордеев курăкçă хатĕрленĕ ятарлă парнесемпе чысларĕç.
Йĕркелÿçĕсем те, мероприятие хутшăннисем те турнир туслă лару-тăрура иртнине палăртрĕç. Вăйăçăсем ăмăртрĕç çеç мар, пĕр-пĕринпе калаçрĕç, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç, ăсталăхĕсене туптарĕç, çĕнĕ туссем тупрĕç.
Шахмат вăл - тĕлĕнмелле вăйă. Вăл пĕр вăхăтрах спорт та, ăслăлăх та, искусство та. Кунта пурте пĕр чĕлхепе, шухăшлав чĕлхипе калаçаççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш культура обществин председателĕ.