Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
3 Апрелӗн , 12:30

Пушар тухас хăрушлăх ÿсекен сезон пуçланĕ

Пушкăртстанра апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пушар тухас хăрушлăх ÿсекен сезонĕ пуçланĕ  

Пушар тухас хăрушлăх ÿсекен сезон пуçланĕПушар тухас хăрушлăх ÿсекен сезон пуçланĕ
Пушар тухас хăрушлăх ÿсекен сезон пуçланĕ

.  РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Горин пĕлтернĕ тăрăх, вăл октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕччен тăсăлĕ. Тивĕçлĕ документсене алă пуснă та ĕнтĕ.

Постановлени тăрăх, 2026 çулта вăрман тата ландшафт пушарĕсен хăрушлăхне  лекекен ялсен, ачасен канăвне йĕркелекен тата сывлăхĕсене сиплекен организацисен, сад е пахча коммерцилле мар юлташлăхсен  территорийĕсен списокне çирĕплетнĕ.

 

Аса илтерме, пушар тухас хăрушлăх ÿсекен сезонра вăрмансене çÿреме чараççĕ.   

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас