Россия – çемьере виççĕмĕш ача. Аслисене Ростислав тата Радислава тесе чĕнеççĕ. Йывăрлăх хĕнпе иртнĕ. 22 эрнере ача вăхăтсăр çуралас хăрушлăх сиксе тухнă. Амăшĕ нумай вăхăт хушши больницăра ирттернĕ. Апла пулин те хĕр ача çитĕнсе çитсе 37-мĕш эрнере çуралнă.
- Эпир ăна Россия ят пама шутларăмăр, мĕншĕн тесен çак ят Тăван çĕршыв пек мăнаçлă та илемлĕ. Пирĕн хĕр ача хăйĕн ячĕ пекех вăйлă, никама пăхăнман çын пулса ÿстĕр. Килте ăна Рося, Росинка тесе чĕнме палăртатпăр, - пĕлтернĕ хăйсен шухăшне ашшĕ-амăшĕ.
Российăн амăшĕ центрти тухтăрсене чунтан тав тунă, вĕсем пулăшнипе çеç пурте ăнăçлă иртнине палăртнă.