Çынсем пĕчĕк чĕр чун пĕччен пулнине кураççĕ те амăшĕ пăрахса хăварнă тесе шеллесе килĕсене илсе таврăнаççĕ. Тĕрĕссипе вара апла мар, амăшĕ яланах юнашар, анчах тискер чĕр чунсене илĕртес мар тесе çывăха пымасть.
Специалистсем асăрхаттарнă тăрăх, тискер чĕр чуна киле илсе кайсан эсир ăна вĕлеретĕр çеç. Вĕсене килте тăрантарса ÿстерме май çукпа пĕрех. Ку вара уншăн питĕ пысăк стресс. Унсăр пуçне тискер чĕр чуна çут çанталăкран туртса илни сунарпа танлашнине, уншăн 500 тенкĕрен пуçласа 4000 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерессине аса илтереççĕ.
Тин çуралнă тискер чĕр чуна вăрманта курнă пулсан ăна ан çитерĕр тата аллăра ан илĕр, мĕншĕн тесен унта сирĕн шăршăр юлма пултарать. Лăпкăн çеç айккине пăрăнăр.
Тин çуралнă тискер чĕр чунсем тепĕр талăкран та çав вырăнтах пулнине, вăйсăр çÿренине куртăр пулсан ПР Çут çанталăкпа усă курассин тата экологи министерствине 8 (347) 218-04-30 телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлтерĕр. Специалистсем малалла мĕн тумаллине татса парĕç, кирлĕ пулсан реабилитацилекен центрпа çыхăнĕç.