Урал сасси
+6 °С
Ясно
Новости
8 Апреля , 13:00

Кÿлĕре пулăсем йышлăн вилнĕ

Кармаскалă районĕнчи Аксаково кÿллинче пулăсем йышлăн вилнĕ. Кăмăллах мар ÿкерчĕке вырăнти çынсем курса Пушкăртстанри Экологи министерствине пĕлтернĕ. Ведомство специалисчĕсем вырăна тухса тĕпчев ирттернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Кÿлĕре пулăсем йышлăн вилнĕКÿлĕре пулăсем йышлăн вилнĕ
Кÿлĕре пулăсем йышлăн вилнĕ

Пулă вилме пултаракан таса мар япаласем тупса палăртман. Кун пирки ПР Çут çанталăкпа усă курассин тата экологи министерствин пресс-секретарĕ Ренара Газина пĕлтернĕ.

Вырăнта кÿлле мĕн чухлĕ вараланине палăртма шыв тĕслĕхĕсене суйласа илнĕ. Инкек сăлтавĕсем пирки лаборатори тĕпчевĕсен кăтартăвĕсене илсе пур енлĕн тишкернĕ хыççăн татăклă пĕтĕмлетÿсем тăвĕç.

 

Автор:Надежда Родионова