Новости
9 Апреля , 08:00

Тискер кайӑксемшĕн 50 пин тенкĕ таран тӳлӗҫ

Пушкӑртстанрасунарҫӑсенетискеркайӑксене персе вĕлернĕшĕн 50пинтенкӗ тарантӳлӗҫ. Кунпирки республикри Патшалӑх Пухӑвӗн комитечӗн ларӑвӗнче ПР ҫут ҫанталӑкпа усӑ курассин тата экологи министрӗ Нияз Фазылов пӗлтернӗ.Министрпалӑртнӑтӑрӑх, юлашки вунӑ ҫулта пӑши, хир качаки, упа, ҫӳлевӗҫ, пурӑш, сӑсар тата хӑнтӑр йышӗ ӳсни  паллă.Çав вăхăтрах хир сыснин йышӗ чакни, кашкӑрпа тилӗ йышлă пулни палăрать.

Тискер кайӑксемшĕн 50 пин тенкĕ таран тӳлӗҫТискер кайӑксемшĕн 50 пин тенкĕ таран тӳлӗҫ
Тискер кайӑксемшĕн 50 пин тенкĕ таран тӳлӗҫ

- Ҫӑткӑн чĕр чунсен йышне чакарма тата граждансене хӳтӗлеме сунарҫӑсене вӗсене персе вĕлернĕшĕн укҫа тӳлеме йышӑннӑ.Инвестицисемявӑҫтармасунар хуҫалӑхĕсемпекилӗшÿсемтӑваҫҫӗ. Пурӗ 143 килӗшӳ тунӑ, 83предприятипетата6 уйрăм предпринимательпе.2025 ҫулта Дюртюли, Кушнаренко  тата Иглин районӗсенче 3 аукцион ирттернӗ.2010 ҫултанпа тунӑ килӗшӳсем тăрăх,  федераллă бюджета 175 млн тенкӗ ытла кӗнӗ.Управлени  ĕçĕн тухӑҫлӑхнеӳстерме"Сунар"патшалӑх информаци системине йӗркеленӗ.Эпир даннӑйсеневӑхӑтратултарассинетивӗҫтеретпӗр", - пӗлтернӗ Нияз Фазылов.

Ведомство правительство постановленийӗн проектне хатӗрленӗ, вӑл тӳлевсене çирĕплетмелли йӗркене палӑртать. Калаçса татăлнă тăрăх, кашни упашӑн 50 пин тенкӗ, кашкӑршӑн 30 пин тенкӗ, тилӗшӗн 3 пин тенкӗ тӳлӗҫ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас