

Тĕп тĕллевсен шутĕнче – искусствăлла интеллект технологийĕсене медицина практикине кĕртесси. Çакă даннăйсене тишкерессине автоматизацилеме, диагностика пахалăхне ÿстерме май парĕ. Çавăн пекех «Госуслуги» порталта тухтăр патне пушă талонсем çук чухне те заявка хăварма май пулĕ. Кун хыççăн пациент патне ятарлă журнала (кая хăварнă публикаци журналĕ) информаци кĕртеççĕ те пушă вырăнсем тупăнсан медицина организацийĕн ĕçченĕ заявлени çыракан патне шăнкăравласа тухтăр хăçан пулассине пĕлтерет, хăш вăхăтра килессине калаçса татăлаççĕ. Пушă вырăнсем пулсан пациентсене тÿрех ытти медицина учрежденийĕнчи тухтăрсем патне те çырăнтарма пултараççĕ. Çакă граждансем медицина пулăшăвĕпе усă курассине çăмăллатĕ.
Унсăр пуçне Владимир Путин срокчен парса ĕлкĕреймен сывлăх сыхлав объекчĕсене туса пĕтерме, ача-пăча стоматологийĕпе усă курмалли майсене ÿстерме, килĕшÿллĕ çул çÿрев карттине хатĕрлеме, çăмăллăхлă препаратсен рецепчĕсене тĕрĕслессине, медицина ĕçченĕсене право тĕлĕшĕнчен хÿтĕлемелли механизмсене вăйлăлатма хушу панă.
Культура сферинче культура еткерĕн объекчĕсене çĕнетессине уйрăм тимлĕх уйăрнă. Президент 2027-2030 çулсенче çĕнетмелли объектсен планне çирĕплетме хушу панă. Çавăн пекех «Ылтăн ункă» проекта кĕрекен регионсен пĕр пек дизайн кодне хатĕрлĕç, çакă культура палăкĕсен историлле хаклăхне ÿстерме май парĕ.
Çавăн пекех Владимир Путин тухтăрсемпе учительсем хăйсен пациенчĕсемпе вĕренекенсене ытларах вăхăт уйăрччăр тесе сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿри отчетсемпе документаци шутне чакармаллине палăртнă. Ку енĕпе ырă улшăнусем палăраççĕ ĕнтĕ.
Асăннă хушусене граждансен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе йышăннă, медицина пулăшăвĕ парассине çăмăллатас, çĕршывăн культура еткерне упраса хăварас тĕллевпе çирĕплетнĕ.