Новости
14 Апреля , 06:00

Пушкăртстанри 23 хуçалăхра çурхи ака ĕçĕсем пуçланнă

Республикăри 23 район аграрийĕ çурхи уй-хир ĕçне тытăннă.  Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксемлĕ анасене им-çамлаççĕ, сухалаççĕ, кĕрхи тырă йышши культурăсене апатлантараççĕ.

Пушкăртстанри 23 хуçалăхра çурхи ака ĕçĕсем  пуçланнăПушкăртстанри 23 хуçалăхра çурхи ака ĕçĕсем  пуçланнă
Пушкăртстанри 23 хуçалăхра çурхи ака ĕçĕсем пуçланнă

Ултă муниципалитетра çанталăк условийĕсемпе усă курса нÿрĕке хупма тытăннă ĕнтĕ. Уйрăмах ĕçсем Çтерлĕ районĕнче хастар пыраççĕ. Кунта кĕрхи культурăсене 8 пин гектар, нумай çул ÿсекен курăксене 600 гектара яхăн им-çамланă.  Мелеуз, Ермеккей, Кармаскалă районĕсенчи хуçалăхсем те вĕсенчен юлмаççĕ.

Çакна та палăртмалла: çурхи уй-хир ĕçĕсем планпа килĕшÿллĕн иртеççĕ. Тăпра хатĕрленсе çитсен, ăшă кунсем пуçлансан ĕçсем тата та хăвăртрах кайĕç.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас