

Мероприятие ассамблея йышне кĕрекен наципе культура центрĕсем, çав шутра Пушкăртстан Республикинчи чăваш культура обществи те, хутшăнчĕç. Уяв концертĕнче пушкăрт, тутар, мари тата чăваш ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. «Дуслык» тĕрĕк халăхĕсен ача-пăча этнокультра центрĕнчи «Элем» чăваш ансамблĕ (ертÿçи - Е.В. Степанова) Ирина Саригелĕн Николай Леонтьев сăвви тăрăх хывнă «Çăлтăр тăкăнать» юррине шăрантарчĕ. Ансамбль Пушкăртстан Республикинчи халăхсен ассамблейин Тав çырăвне тивĕçрĕ. Пултарулăх ушкăнне ассамблея председателĕ Г.Г. Кульсарина саламларĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш культура обществин председателĕ.