Новости
22 Апреля , 09:00

Пушкăртстанра çурхи ака-суха кампанийĕ пуçланнă

Кун пирки хăйĕн социаллă сечĕсенче Пушкăртстан Республикин пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра  çурхи ака-суха кампанийĕ пуçланнăПушкăртстанра  çурхи ака-суха кампанийĕ пуçланнă
Пушкăртстанра çурхи ака-суха кампанийĕ пуçланнă

 - Мияки районĕнче тулă, сĕлĕ, хĕвел çаврăнăш акаççĕ, Куюргазă тăрăхĕнче -  сĕлĕ тата урпа. Майĕпен ыттисем те хутшăнаççĕ. Ĕçсем республикăн 16 районĕнче пыраççĕ, - çырнă Радий Хабиров.  – Кăçал çурхи тулăсене 2 млн гектар акма палăртатпăр, 300 пине яхăн гектара кĕрхи тырăсем валли уйăрăпăр. Çу туса илекен культурăсем усăллă та малашлăхлă шутланаççĕ. Çавăнпа та вĕсен лаптăкĕсене ÿстерме палăртатпăр.

Вăрлăхпа пирĕн хуçалăхсене тивĕçтернĕ. Çакна та палăртмалла: тыр-пул тата хĕвел çаврăнăш вăррисен 80 ытла проценчĕ хамăр çĕршывра акса ÿстернисем. Ку вăл – шухăшлă система ĕçĕн кăтартăвĕ, ăна эпир малалла та тăсăпăр. Техника та хатĕр. Кăçал уй-хире 12 пин трактор тухĕ,  5 пин ял хуçалăх машинине ака ĕçĕсене явăçтарăпăр.  

Кăçал çанталăк ăнăçлă, тыр-пул тухăçлă пултăр. Пирĕн аграрисене пурне те вĕсен ĕçĕшĕн пуç таятпăр. Вĕсене çăмăл мар ĕçĕнче пулăшатпăрах.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас