+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Республика пуçлăхĕ Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв мероприятийĕсем мĕнле форматпа иртессине пĕлтернĕ. Анлă сарăлнă «Вилĕмсĕр полк» акцие хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса онлайн мелĕпе йĕркелĕç.
- Пирĕн мĕн пулса иртнине ĕçлĕхлĕ хак памалла. Вăй структурисен ертÿçисемпе ыйтăва сÿтсе яврăмăр, çакăн пек йышăну турăмăр. Çĕнтерÿ парачĕн репетицийĕсем пыраççĕ, унта сахалрах çын хутшăнĕ. Енчен те парада йĕркелеме юраман сăлтавсем сиксе тухсан, ăна эпир ирттермĕпĕр, - тенĕ регион ертÿçи.