

Полк боецĕсем «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕ кăларакан хаçатсемпе журналсен пĕрремĕш партине илнĕ ĕнтĕ. Тиражăн пĕр пайне подразделенин çарпа политика центрĕнче хăварнă, ыттисене замполитсем урлă малти вырăнсене çитернĕ. Çар çыннисем палăртнă тăрăх, пичет продукцийĕ çар зонинче апат пекех кирлĕ, унта çыхăнупа интернет çук. Полк оперативлăхшăн тав тунă.
Илнĕ хаçатсемпе журналсене ОМОН «Урал», СОБР «Толпар», «Гроза» тата М.М. Шаймуратов ячĕллĕ отрядсене янă. «Пирĕн салтаксемшĕн пресса вăл – тăван республикăпа тата кил-çуртпа çыхăнтаракан чĕрĕ çип», - палăртнă ведомствăн çарпа политика ĕçĕн ертÿçи Евгений Лисица полковник.