+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Çемье институтне çирĕплетнĕшĕн тата ачисене кирлĕ пек воспитани панăшăн Пушкăртстанра пурăнакан икĕ çемьене – Сергейпе Олеся Елисеевсене тата Факильпа Гульнара Фатхуллинсене – «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орденпа наградăланă. Çавăн пекех «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орденăн медальне Александрпа Наталья Самойловсене парĕç.
«Пушкăртстан» телерадиовещани компанийĕн кану прграмммисен редакцийĕн ертÿçи Рита Уметбаева «РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.