Новости
24 Апреля , 08:00

Пушкăртстан историйĕпе культурине чи лайăх пĕлекенсен шутĕнче – чăваш хĕрĕ

Ĕпхÿ хулинчи М. Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх университечĕн Истори, право,  социаллă тата гуманитари институтĕнче 5-8, 9-11 классенче вĕренекенсемпе ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ заведенийĕсен студенчĕсем хушшинче Пушкăртстан Республикин историйĕпе культури предмечĕпе олимпиада иртнĕ. Унта  Ĕпхÿ, Ишимбай, Октябрьски, Нефтекамск, Туймазă, Мелеуз, Учалă, Благовещенск, Баймак хулисемпе Абзелил, Авăркас, Бакалă, Пишпÿлек, Буздяк, Бурзян, Дюртюли, Туймазă, Учалă, Ĕпхÿ, Нуриман районĕсенчи шкулсенче вĕренекенсем хутшăннă.

Пушкăртстан историйĕпе культурине чи лайăх пĕлекенсен шутĕнче – чăваш хĕрĕПушкăртстан историйĕпе культурине чи лайăх пĕлекенсен шутĕнче – чăваш хĕрĕ
Пушкăртстан историйĕпе культурине чи лайăх пĕлекенсен шутĕнче – чăваш хĕрĕ

Ку пултарулăх ăмăртăвĕн юлашки тапхăрĕ  пулнă. Маларах  (март уйăхĕн 23 - апрель уйăхĕн 3-мĕшĕсенче) йĕркелÿçĕсем олимпиадăн куçăн мар тата дистанци тапхăрĕсене ирттернĕ.

Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка шкулĕнче 10 класра вĕренекен Аня Григорьева «Пушкăртстан Республики Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Пултаруллă хĕр ачана тата унăн ертÿçине Светлана Иванована республика олимпиадинче мала тухнă ятпа саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем тума, чăвашсен ятне тата та çÿллĕ шая çĕклеме сунатпăр.

Пушкăртстан историйĕпе культурине чи лайăх пĕлекенсен шутĕнче – чăваш хĕрĕ
Пушкăртстан историйĕпе культурине чи лайăх пĕлекенсен шутĕнче – чăваш хĕрĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас