

40 тонна таякан скульптура объектне 2025 çулхи кĕркунне пайсем çине пайласа ятарлă цеха илсе çитернĕ. Хальхи вăхăтра кунта реставраци ĕçĕсем пыраççĕ. Палăка хăй вырăнне 2027 çулхи кĕркунне (объекта туса лартнăранпа 60 çул çитнĕ тĕле) вырнаçтармалла.
Иртнĕ эрнере вара юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе республика пуçлăхĕ Радий Хабиров кăсăкланнă, çак тĕллевпех ятарлă юсав цехĕнче пулнă. Куçпа курса хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ: «Палăка реставрацилемелли çинчен йышăну тунă чухне эпир вăл юхăнни çинчен пĕлнĕ, анчах та çав тери вăйлă юхăнма пултарнă тесе шутламан. Наци символне эпир кирек хăш вăхăтра та çухатма пултарнă. Тавах çÿлти Турра çак пулăм пулса иртмерĕ. Пирĕн паттăр хăй вырăнне таврăнтăр тесе хамăртан кирлине пурне те пурнăçлăпăр, ун хыççăн вăл тата çĕршер çул истори валли упранĕ», - тенĕ регион ертÿçи.
Юрий МИХАЙЛОВ.