Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
12 Майӑн , 11:00

Чи маттурисене «Салам – 2026» фестиваль йыхравлать

Чăваш юрри-ташшине чунтан юратакансем валли кăçалхи май уйăхĕн 26-мĕшĕнче регионсем хушшинчи «Салам – 2026» чăваш ÿнерĕпе культурин фестивалĕ иртет.

Чи маттурисене «Салам – 2026» фестиваль йыхравлатьЧи маттурисене «Салам – 2026» фестиваль йыхравлать
Чи маттурисене «Салам – 2026» фестиваль йыхравлать

Мероприяти И.Якутов ячĕллĕ паркра (Ĕпхÿ хули, Ленин урамĕ, 65/3 çурт) 11.00 сехетре пуçланать. Фестивале Пушкăртстан Республикипе Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенчи вокал, фольклор, ташă, кĕвĕ инструменчĕпе калакан пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсене ПР Культура министерстви, ПР Халăхсен ассамблейи, ПР Халăхсен туслăх çурчĕ, «Дуслык» тĕрĕк халăхĕсен этнокультура центрĕ, ПР чăваш культура обществи наградăсем парса чыслĕç.

Фестиваль пирки ыйтса пĕлес тесен 8-967-454-13-03 тата 8-917-751-59-03 телефонсемпе шăнкăравлама пулать. Пурне те ырă сунса кĕтетпĕр!

Йĕркелÿ комитечĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас