

Паян, май уйăхĕн 13-мĕшĕ, Кукша пуç (одуванчик) кунĕ шутланать. Çак кун Россельхознадзорăн Пушкăртстанри уйрăмĕн специалисчĕсем асăннă курăкпа кĕрешмелли мелсем çинчен каласа панă.
«Вăл çав тери чĕрĕ, унăн тымарĕн пĕчĕк татăкĕнчен те тем пысăкăш кукша пуç ÿссе ларма, чечек кăларма пултарать. Кашни ÿсен-тăранах вăрах вăхăт çеçке çурнипе мухтанма пултараймасть. Нумай çум курăк пекех кукша пуç пахчари ытти культурăсене ÿсме чăрмантарать.
Унăн анлă сарăлса ларакан çулçисемпе тымарĕсем пахчари çимĕçсене ÿсме кансĕрлеççĕ çеç мар, тăпрари ытти усăллă элементсене те туртса илеççĕ», - ăнлантарса панă ведомствăра.
Кĕрешĕвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ – çум курăка çулса тасатасси. Вĕсен пуçĕсене чечеке лариччен çулмалла. Çеçке касса пăрахнă хыççăн та малалла аталанать, вăрлăхĕ пулса çитсе пахча тăрăх саланать.
Кукша пуçпа тата ытти çум курăксемпе кĕрешмелли тепĕр меслет – çĕре улăмпа, картонпа, хура пленкăпа витесси (мульчировани). Тĕттĕмре ÿсен-тăрансен фотосинтез процесĕ чарăнать, вĕсем ÿсме пăрахаççĕ, вилеççĕ.
Чи витĕмлĕ те ансат меслет – çума тымарĕпех чавса кăларасси. Паллах, çум курăкне гербицидсемпе те пĕтерме пулать, анчах вĕсемпе асăрханса усă курмалла.