Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
13 Майӑн , 06:00

Пушкăртстан сăвăс энцефаличĕпе чирлес хăрушлăх пысăк регионсен шутĕнче

Çĕршыври субъектсен списокне Роспотребнадзор хатĕрленĕ. Ведомство кăтартăвĕсем тăрăх, сăвăссем саракан  вируслă энцефалит ерес хăрушлăх пысăк регионсенче вакцинаци ирттерме сĕнеççĕ.

Пушкăртстан сăвăс энцефаличĕпе чирлес хăрушлăх пысăк регионсен шутĕнчеПушкăртстан сăвăс энцефаличĕпе чирлес хăрушлăх пысăк регионсен шутĕнче
Пушкăртстан сăвăс энцефаличĕпе чирлес хăрушлăх пысăк регионсен шутĕнче

Атăлçи федераллă округра ун пек регионсем шутне Киров, Чулхула, Эрĕнпур, Самар, Ульяновск облаçĕсем, Пушкăртстан, Марий Эл, Тутарстан, Удмурти республикисем кĕреççĕ.

Вакцинацие унта пурăнакансене тата асăннă территорисене кайма палăртакансене тума сĕнеççĕ.

Сезон пуçланнăранпа сăвăссенчен 1347 çын шар курнă. Инкек тÿснисенчен 35,4 проценчĕ – ачасем.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас