

Тивĕçлĕ канури çын патне паллă мар хĕрарăм шăнкăравланă та унăн хĕрĕ тесе паллаштарнă, хăй аварие лекни çинчен каланă. Унтан ватă çынна укçа тата япаласем пуçтарма ÿкĕте кĕртнĕ, телефон урлă купюрăсене мĕнле чĕркемеллине ăнлантарнă. «Посылка» патне таксист килнĕ. Сумкăра пысăк укçа пуррине курсан ку ултав иккенне ăнланса илнĕ.
Укçана палăртнă адреспа леçсе парас вырăнне водитель диспетчерпа çыхăннă та сумкăна полицие çитернĕ. Йĕрке хуралçисем перекетленĕ укçана пенсионера тавăрса панă. РФ Шалти ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, таксиста сыхă тата çынлăхлă пулнăшăн наградăланă.