+27 °С
Облачно


Саккуна пăсса пулă тытакансене «Вăлча сапни» («Нерест») профилактика операцийĕ вăхăтĕнче тытса чарнă. Полици ĕçченĕ ялтан 500 çухрăмра вырнаçнă Кама шывĕн çыранĕ хĕрринче хуралта пулнă май чарăннă кимме асăрханă.
Йĕрке хуралçисем саккунсăр пулă тытмалли хатĕре, 90 метр тăршшĕ тетеле, йывăç кимме тата 37 çупаха туртса илнĕ. Экологие кÿнĕ пĕтĕмĕшле сиене 18 пин тенкĕрен ытларах хакланă.
Тытса чарнисем хăйсен айăпне йышăннă, вăлча сапнă вăхăтри чарусем çинчен манса кайни пирки пĕлтернĕ. Шыв ресурсĕсене саккунсăр майпа тытнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă.