+16 °С
Облачно


Кăçал çак кун Пушкăртстанра 50 пин ытла шкул ачишĕн (9-мĕшпе 11-мĕш классенче вĕренекенсемшĕн) юлашки шăнкăрав янăрĕ.
Асăннă пулăм вĕренÿ çулĕ вĕçленнине тата пиншер каччăпа хĕршĕн çĕнĕ пурнăç тапхăрĕ пуçланнине пĕлтерĕ. Уяв çÿллĕ шайра ирттĕр, чунра ăшă аса илÿсем çеç тăрса юлччăр тесе республикăра хăрушсăрлăх мерисене йышăннă.
ПР çут ĕç министрĕ Ильдар Мавлетбердин палăртнă тăрăх, май уйăхĕн 26-мĕшĕнче 1200 ытла шкулпа гимназинче тата лицейра хăрушсăрлăха вăйлăлатĕç. Мероприятисем ăçта тата хăш вăхăтра иртессине РФ Шалти ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмне пĕлтернĕ.