

Паянхи кун та мал тĕллевлĕ тата пуçаруллă çынсем пурри савăнтарать. Шăпах вĕсем «Иртнисĕр малашлăх çук» текен халăх каларăшне тĕпе хурса тӑван халӑхӑн ламран-лама, сыпӑкран-сыпӑка куҫса пыракан пуянлăхне типтерлӗн упрама тăрăшаççĕ. Паллах, пирĕн вĕсен пархатарлă ĕçне хисеплеме, тивĕçлипе хак пама пĕлмелле.
Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Президиумĕн апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн Вероника Леонтьевана (Мияки районĕ), Ольга Патраевана (Çтерлĕ районĕ) тăван тăрăха тĕпчес ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн Спиридон Яндуш ячĕллĕ медальпе, Наталья Сергеевана (Авăркас районĕ) тарăн шухăшлă тĕпчевсемшĕн Гурий Вантер ячĕллĕ медальпе, Василий Федорова (Авăркас районĕ) тата Александр Петрова (Мияки районĕ) халăх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçшĕн Аркадий Айдак орденĕпе чыслама йышăннă. Унсăр пуçне Анатолий Ефремова (Куюргазă районĕ) «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ» ята пама палăртнă.
Ентешĕмĕрсене пысăк чыса тивӗçнӗ ятпа ăшшăн саламлатпăр, чăвашлăха упраса хăварассишӗн ырми-канми тăрăшнăшăн тав тăватпăр.
Ирида НОВИКОВА.