

- Ку, чăнах та, тахçанах пиçсе çитнĕ ыйту, халĕ кунта пациентсен условийĕсем, çемçен каласан, идеалсенчен аякрах. Районĕ вара пысăк, вăл хăвăрт аталанса пырать, - тенĕ Радий Хабиров правительство канашлăвĕнче.
Иглинори 2028 çулта уçма палăртакан çĕнĕ поликлиника сменăра 600 пациента йышăнма пултарĕ. Ăна сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетмелли федераллă проектăн «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçлĕç. Ун витĕмĕпе Октябрьски хулинчи 1№ хула больницин ача-пăча стационарне çĕнетĕç, Исянгуловăри тĕп район больницин стационарне тĕпрен юсĕç, çавăн пекех сакăр модульлĕ ФАП - Ĕпхÿ хулипе Ĕпхÿ, Çтерлĕ, Мечетлĕ, Туймазă, Баймак районĕсенче - вырнаçтарĕç. Унсăр пуçне 100 единица медицина оборудованийĕ туянма палăртаççĕ. Вĕсенчен çиччĕшĕ – хаклă, йывăр аппаратсем: икĕ маммограф, виçĕ рентген, икĕ компьютер томографĕ. Вĕсене Пелепейпе Мелеузри больницăсем илĕç. Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетме кăçал пурĕ 1,4 миллиард тенкĕ кайнă, вĕсенчен 1 миллиарда яхăн – федераци бюджетĕнчен. Çавăнпа та çĕнĕ медучрежденисенче пулăшу илекенсен шучĕ ÿссе çеç пырĕ.