Урал сасси
+18 °С
Облачно
Новости
19 Мая , 12:00

Инвесторсене химипе апат-çимĕç промышленноçĕнчи проектсем сĕннĕ

Регион правительстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра инвесторсем валли  химипе апат-çимĕç промышленноçăн сферинче çĕнĕ проектсем хатĕрленĕ. Раççей Инвестици карттинче пурĕ 42 хатĕр сĕнÿ вырнаçтарнă. Вĕсем производствăна хăвăрт хута яма тата патшалăхран пулăшу илме май парĕç. Пушкăртстанра бизнес валли хатĕр йышăнусем хатĕрлесси 2021 çултанпа пырать.

Инвесторсене химипе апат-çимĕç промышленноçĕнчи проектсем сĕннĕИнвесторсене химипе апат-çимĕç промышленноçĕнчи проектсем сĕннĕ
Инвесторсене химипе апат-çимĕç промышленноçĕнчи проектсем сĕннĕ

Бакалă районĕнче сĕт продукцийĕ валли йÿçĕк кăларакан биофабрика хута яма сĕнеççĕ. Инвестицисен калăпăшĕ – 430,3 млн тенкĕ. Ку регионта çакăн йышши пĕрремĕш производство пулĕ. Кĕвелĕк ыйтăвĕ республикăра çирĕп тăрать.

Тепĕр ыйту – Агидель хулинче пулă тирпейлекен производство (212,5 млн тенкĕлĕх) уçасси. Пахалăхлă пулă ыйтăвĕ ÿссе пынăран тата меллĕ вырăнта, юхан шывсемпе чукун çул патĕнче, вырнаçнăран проект питĕ актуаллă.  

Çтерлĕ хулинче шĕвĕ çăвакан хатĕрсем (жидкие моющие средства) туса кăларма пулать. Ăна йĕркелеме проект пуçаруçине 267,5 млн тенкĕ кирлĕ пулĕ. Предприяти йăлари химие кăларма пултарĕ, ăна налук çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерме тата  кадрсемпе пулăшма шантараççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас