Урал сасси
+18 °С
Облачно
Новости
19 Мая , 09:00

Пушкăртстанра пĕтĕмĕшле 570 çухрăм çула юсĕç

Май уйăхĕн 18-мĕшĕнче Республика Çуртĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров черетлĕ «Транспорт сехечĕ» ирттернĕ. Унта регионти транспорт инфрастуктурине аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Пушкăртстанра пĕтĕмĕшле 570 çухрăм çула юсĕçПушкăртстанра пĕтĕмĕшле 570 çухрăм çула юсĕç
Пушкăртстанра пĕтĕмĕшле 570 çухрăм çула юсĕç

Республикăри транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Любовь Минакова 2026 çулта регион пĕлтерĕшлĕ тата муниципалитетсен хушшинчи çулсене юсассипе çыхăннă плансемпе паллаштарнă. Кăçал пĕтĕмĕшле 570 çухрăм çула юсамалла, 23 кĕпере йĕркене кĕртмелле.

Республикăри çул-йĕр сетьне аталантарма бюджетран 44,7 млрд тенкĕ уйăрĕç. Çав шутран 7,2 млрд тенкипе федераци хысни тивĕçтерĕ. «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн асăннă укçа-тенкĕ хисепĕнчен 8 млрд тенкипе çулсене çĕнетĕç. Кунта 200 яхăн çухрăм çул пирки сăмах пырать.

 

Пушкăртстанра пĕтĕмĕшле 570 çухрăм çула юсĕç
Пушкăртстанра пĕтĕмĕшле 570 çухрăм çула юсĕç
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас