

Заявкăсене йышăнасси 2026 çулхи март уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа апрель уйăхĕн 4-мĕшĕччен пынă. Конкурса пурĕ 104 пуçару тăратнă. Конкурс комиссийĕ 15 проекта ырласа йышăннă. Виççĕшĕ пуçласа ПР Пуçлăхĕн гранчĕсен фончĕн çĕнтерÿçисем пулса тăнă.
Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче ытти регионсенчи НКОсем те пур. Ырласа йышăннă проектсенчен ытларахăшĕ - 7 проект - Ĕпхÿре. Çавăн пекех грантсене Агидель, Сибай хулисенчи, Бурзян, Кармаскалă, Татăшлă, Янаул районĕсенчи укçа-тенкĕпе çыхăнман организацисем тивĕçнĕ. Унсăр пуçне çĕнтерÿçĕсен шутне Свердловск облаçĕпе Пермь крайĕнчи икĕ организаци кĕнĕ.
Çакă конкурс условине пула пурнăçланнă: проектсем пушкăрт чĕлхине республика тулашĕнче сыхласа хăварма тĕллев лартаççĕ пулсан унта Раççейĕн кирек хăш регионĕнчи НКО та хутшăнма пултарать.
Çĕнтерÿçĕсем мĕнле проектсене пурнăçа кĕртеççĕ?
Пермь крайĕнче «Паттăрсен кĕнеки: ачасемпе çамрăксен цифрăллă аудиоспектаклĕ тата пушкăрт эпосĕн комиксĕсем» проект хута ярĕç. Пермь крайĕнче, Удмуртипе Челябинск облаçĕнче 10-16 çулхи ачасем валли пушкăрт халăх эпосĕсем тăрăх аудиоспектакльсем тата комикссем хатĕрлĕç.
Агидель хулинче «Чĕлхе – халăх пурлăхĕ» проект витĕмĕпе 7-14 çулхи ачасем валли пушкăрт халăх тумĕн эрешĕсене хатĕрлеме, наци апачĕ пĕçерме вĕрентекен мастер-классем, этнодефиле, илемлĕ вулакансен конкурсĕсем, йăла-йĕрке уявĕсем, ача-пăча писателĕсемпе тĕл пулусем йĕркелĕç.
Янаул районĕнче «Пĕрлĕхлĕ çемьере» финн-угор фестивалĕ иртĕ. Унта мари тата удмурт çемйисем хутшăнĕç. Программăра – наци апат-çимĕçĕн видеороликĕсен конкурсĕсем, наци тумĕсемпе фотосессисем ирттересси, пултарулăх номерĕсен фестиваль-конкурсĕ.