Урал сасси
+16 °С
Облачно
Новости
22 Мая , 12:00

Професси пĕлĕвĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕнче вĕренекенсене пÿлÿ панисĕр пуçне  пурнăçра кирлĕ специальность парассине те, професси суйласа илессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Професси пĕлĕвĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕПрофесси пĕлĕвĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ
Професси пĕлĕвĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ

Çак кунсенче 11 класс вĕренекенĕсем тракторпа çÿреме ирĕк паракан водитель удостоверенийĕ илме экзаменсем (С (МТЗ-82) тата В категорисене (МТ-250 S)) тытнă.

Экзаменсем çăмăл пулман. Вăл теори, практика, техника тытăмне тата хăрушсăрлăх техникине пĕлесси пайсенчен тăнă. Апла пулин те вĕренекенсем хатĕрленÿ шайĕ пысăк пулине тата кăмăл çирĕплĕхне кăтартнă.

Шкул ачисем кăткăс техникăна алла илме пулăшнă вĕрентекене  Виктор Иванович Яковлева чунтан тав тăваççĕ. Виктор Иванович вĕсене техникăпа çÿреме çеç мар, ĕçе юратма, хисеплеме вĕрентнĕ. Асăннă специальность пурнăçра кашнинех кирлĕ пулĕ.

Професси пĕлĕвĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ
Професси пĕлĕвĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ
Професси пĕлĕвĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ
Професси пĕлĕвĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ
Професси пĕлĕвĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ
Професси пĕлĕвĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас