Урал сасси
+20 °С
Облачно
Новости
25 Мая , 08:00

Белорецкри Идрисовсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнă

ПР Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Белорецк районĕнчи Идрисовсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнă.

Белорецкри Идрисовсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнăБелорецкри Идрисовсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнă
Белорецкри Идрисовсен çемйинче вуннăмĕш ача çуралнă

Дина Идрисова вуннăмĕш ачине  - 3462 грамм таякан хĕр ачана - çуратнă. Белорецкри ача çуратмалли çуртăн тухтăрĕсеме акушерĕсем тимлĕ пулнипе, Дина Раязовнăн вунă ачи те çут тĕнчене ырă та сывă килнĕ.

 «Çак çемьешĕн кашни çĕнĕ ачипе тĕл пулни  - телей çăл куçĕ, медицина ĕçченĕсемшĕн – шанăçа çирĕплетни тата вĕсен ĕçне пысăк хак пани. «Юбилейлă» ача çуратасси питĕ сайра тĕл пулать, вĕсене медицина ĕçченĕсем уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ», - палăртнă регионти Сывлăх сыхлав министерствинче.

Героиня амăшĕпе тин çуралнă хĕрĕ хăйсене лайăх туяççĕ, çавăнпа та вĕсем виççĕмĕш куннех килне таврăннă. Халĕ Идрисовсен çемйинче пĕр ывăл тата тăхăр хĕр.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас