Урал сасси
+21 °С
Облачно
Новости
26 Мая , 08:00

Электропоездсенче ачасем валли пултарулăх кĕтесĕсем йĕркеленĕ

«Финист» тата «Ласточка» электропоездсене ÿкермелли мольбертсемпе тивĕçтернĕ.

Электропоездсенче ачасем валли пултарулăх кĕтесĕсем йĕркеленĕЭлектропоездсенче ачасем валли пултарулăх кĕтесĕсем йĕркеленĕ
Электропоездсенче ачасем валли пултарулăх кĕтесĕсем йĕркеленĕ

ПР Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пассажирсен çулталăкне халалланă мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн чугун çулсем çинчи сервиссене тата çăмăллăхсене аталантарассипе çыхăннă ĕç малалла пырать.

Ачасем мольбертăн пĕр енче тĕслĕ пурăсемпе е маркерсемпе ÿкерме, тепĕр енче алфавит вĕренме пултараççĕ. Мольбертсене ултă «Ласточка» тата тăватă «Финист» электропоездсем çинче вырнаçтарнă. Вĕсене Ĕпхÿ – Челябинск, Ĕпхÿ – Абдулино, Ĕпхÿ – Белорекц, Ĕпхÿ – Эрĕнпур, Ĕпхÿ – Самара тата ытти Ĕпхÿ хула агломерацине кĕрекен маршрутсем çинче тĕл пулма пулать.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас