Урал сасси
+10 °С
Облачно
Новости
31 Мая , 06:00

Чекмагуш районĕнче – обществăн çĕнĕ председатель

Чекмагуш районĕнчи Чăваш культура обществине малашне Владимир Соколов ертсе пырĕ. Çĕнĕ ертÿçĕпе май уйăхĕн 15-мĕшĕнче ПР чăваш культура обществин канашлăвĕнче паллаштарнă. Асăннă ларура Чекмагуш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе Светлана Шакировапа Раççейри чăвашсен наципе культура автономи (ФНКА) Канашĕн пайташĕ Владимир Яковлев та пулнă.

Чекмагуш районĕнче – обществăн çĕнĕ председательЧекмагуш районĕнче – обществăн çĕнĕ председатель
Чекмагуш районĕнче – обществăн çĕнĕ председатель

Владимир Соколов 1965 çулта Чекмагуш районĕнчи Макаровка ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Юмашри вăтам шкулсенче вĕреннĕ, Туймазăри ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан училищĕре газоэлектросварщик профессине алла илнĕ. 1983-1985 çулсенче Украинăра çар тивĕçне пурнăçланă. Демобилизаци хыççăн çулталăк хушши Кустанай облаçĕнче автотранспорт предприятийĕнче ĕçленĕ. Çулталăкран Пушкăртстана таврăннă, авланнă, мăшăрĕпе Тюмень облаçĕнчи Ханты Манси автономи округне пурăнма куçнă.

Владимир Леонидович яланах общество пурнăçне хастар хутшăннă, спортпа туслă пулнă, «Профессире чи лайăххи» конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çемйипе пĕрле те хăй ĕçлекен организаци, хула чысне хÿтĕленĕ. Пилĕк çул ытла Нефтеюганск хулинчи «Раздолье» тĕслĕхлĕ казак халăх ансамбльне çÿренĕ. Ертÿçĕ пултарулăхĕпе общество ĕç-хĕлĕ ытларах «Юханшыв» обществăлла пĕрлĕх ĕçĕнче палăрнă. 2007 çулта ăна Нефтеюганск хулинчи ЧНКА председательне суйланă. Вунă çул ытла чăваш халăх культурине аталантарас, упраса хăварас, çитĕнекен ăрăва хамăр халăх еткерне юратма вĕрентес тĕллевпе питĕ нумай ĕç пурнăçланă. Çав шута музей уçни те, «Юханшыв» пултарулăх ушкăнĕ пуçарса яни те, хула тата Раççей шайĕнчи мероприятисене хутшăнни тата ытти те кĕреççĕ.

Владимир Леонидовичпа Марита Ивановна мăшăрĕ (вăл та Макаровка ялĕнче çуралса ÿснĕ) тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Соколовсем хăйсен йăх тымарĕсем патне çывăхрах пулас тесе тăван ялне таврăннă. Халĕ унăн тĕп тĕллевĕ – ентешĕсене тăван культура тавра пуçтарасси, пĕр тĕвве пухасси.

Çĕнĕ-кивĕ председателе пархатарлă ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатпăр.

Надежда РОДИОНОВА. Чекмагуш районĕ. 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас