Урал сасси
+12 °С
Облачно
Новости
2 Июня , 10:00

Кун пекки 17 миллионтан пĕрре çеç пулать

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун Санкт-Петербург хулинчи 1№ ача-пăча больницинчен хăйне евĕрлĕ пациентсене кăларнă. Аня, Соня, Василиса тата Настя – Раççейри пĕрремĕш тăватă йĕкĕреш ача.

Кун пекки 17 миллионтан пĕрре çеç пулатьКун пекки 17 миллионтан пĕрре çеç пулать
Кун пекки 17 миллионтан пĕрре çеç пулать

Пĕр пек хромосомлă тăватă пĕр тăван çут тĕнчене ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче килнĕ. Вĕсене икĕ уйăх хушши ашшĕ-амăшĕ кăна мар, тухтăрсемпе медсестрасем те пăхнă. Халĕ пĕчĕкскерсем çирĕпленнĕ, хăйсем тĕллĕн апатланма вĕреннĕ, киле кайма та хатĕр.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас