Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
4 Июня , 04:00

Выпускниксем хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслеççĕ

Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне (ЕГЭ) тытмалли тапхăр пуçланнă. Расписанире малти вырăнта истори, литература тата хими предмечĕсем тăраççĕ. ПР Вĕрентÿ министерствин пуçлăхĕ Ильдар Мавлетбердин пĕлтернĕ тăрăх, çак предметсем патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн марафонне вун пĕрмĕш класра вĕренекен пилĕк пин ытла ача валли уçаççĕ.

Выпускниксем хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслеççĕВыпускниксем хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслеççĕ
Выпускниксем хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслеççĕ

ПР Вĕрентÿ министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, кăçал ЕГЭне хутшăнма 17 пин шкул ачи регистраци иртнĕ. Выпускниксем суйласа илнĕ чи паллă предмет каллех профильлĕ математика пулнă – ăна экзамен тытакансен 62 процентне яхăн вĕренекен суйланă. Яланхи пекех обществознанипе интересленесси пысăк. Çав вăхăтрах информатикăпа, физикăпа, биологипе тата химипе кăсăкланасси ÿсет.

Тепĕр массăллă тĕрĕслевсем июнĕн 4 тата 8-мĕшĕсенче иртĕç. Çак кунсенче выпускниксем вырăс чĕлхипе, математикăпа (тĕп тата профиль шайĕсене) экзамен параççĕ. Июнĕн 11-мĕшĕнче обществознанипе физика, июнĕн 15-мĕшĕнче биологи, географи, ют чĕлхе (çыру пайĕ), июнĕн 18-19-мĕшĕсенче информатика тата ют чĕлхе предмечĕсемпе (калаçу пайĕ) иртĕ. Пур предметпа та экзамен тытма июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен резерв кунĕсем палăртса хăварнă.

Иртнĕ çулхи пекех выпускниксен экзаменра илнĕ паллисене лайăхлатма, хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе тепĕр хут экзамен тытма май пур.

Тĕрлĕ сăлтавсене пула тĕп предметсемпе экзамен тытайман е начар паллă илнисем сентябрь уйăхĕн 4-25-мĕшĕсенче тепĕр хут экзамен пама пултараççĕ.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас