Урал сасси
+17 °С
Дождь
Новости
5 Июня , 08:00

Даниэль Николаевич Карпов пурнăçран уйрăлса кайрĕ

Çак кунсенче эпир чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕпе, биологи наукин докторĕпе, профессорпа, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕпе, РФ Аслă професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕпе Даниэль Николаевич Карповпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашрăмăр.

Даниэль Николаевич Карпов пурнăçран уйрăлса кайрĕДаниэль Николаевич Карпов пурнăçран уйрăлса кайрĕ
Даниэль Николаевич Карпов пурнăçран уйрăлса кайрĕ

Даниэль Николаевич 1945 çулхи январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралнă. 1967 çулта Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн биологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн кандидат (1973 çул) тата доктор (2006  çул) диссертацийĕсене хÿтĕленĕ.

1976 çулта Çтерлĕри педагогика институтĕнче ĕçленĕ. 1978-2009 çулсенче пуçламăш пĕлĕвĕн педагогикипе методикин факультечĕн деканĕ пулнă. Унăн пуçарăвĕпе музыка тата биологипе хими уйрăмĕсем уçнă, 2007-2016 çулсенче биологи кафедрине ертсе пынă. Çав вăхăтра ултă пин ытла пуçламăш классен вĕрентекенне хатĕрлесе кăларнă.

Даниэль Николаевич анатомин, ÿсен-тăрансен систематикин, фитоценологин, Пушкăртстан экологийĕн курсĕсен вуланă, уй-хир практикисене, студентсен наука кружокне ертсе пынă. Вăл - 200 ытла наука ĕçĕн авторĕ, çав шута монографисемпе наука пособийĕсем кĕреççĕ.

Ăна «РФ Çутта кăларас ĕç отличникĕ», «Аслă професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăсемпе наградăланă, «ПАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята панă. Çавăн пекех Д.Н. Карпов  РФ Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп хучĕсемпе Пушкăртстан Республикине аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Даниэль Николаевич пирĕншĕн пуриншĕн те мухтавлă чăваш ывăлĕ, пултаруллă ăсчах тата пысăк чĕреллĕ чăваш пулса юлĕ.

Çывăх çыннисемпе тăванĕсене вĕсемпе пĕрле хурланнине пĕлтеретпĕр. Даниэль Николаевич Карповăн çутă сăнарĕ ĕмĕрех пирĕн асра упранĕ.

Юлташĕсен ушкăнĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас