Раççейĕн Тĕп банкĕ июнь уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕ» серийĕнчи «Чăваш Республики» хаклă мар металран хатĕрленĕ 10 тенкĕлĕх укçа кăларнă.
Тĕп банк Чăваш Ене халалласа укçа кăларнă
Вак укçан тиражĕ – 1 млн штук. Тимĕр укçан диаметрĕ 27 мм танлашать, вăл «10 тенкĕ» (пичĕ) тесе çырнă тата Чăваш Ен гербĕ (тÿнтер енĕ) ÿкернĕ çаврашкаран тата тулашри ункăран тăрать.