Урал сасси
+13 °С
Облачно
Новости
5 Июня , 12:00

«Çулталăк çитĕнĕвĕсем» грантăн номинацийĕсене çирĕплетнĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабировăн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем валли çирĕплетнĕ «Çулталăк çитĕнĕвĕ» гранчĕн кăçал пилĕк тĕрлĕ номинаци пулĕ. Çав шутра: «Сывлăх тата хастар пурнăç йĕрки», «Социаллă аталану», «Çирĕп экономика аталанăвĕ», «Хăрушлăхсăр тата хăтлă территори»,  «Информаци тĕлĕшĕнчен уçă пулни тата çынсемпе çыхăну тытни».

«Çулталăк çитĕнĕвĕсем» грантăн номинацийĕсене çирĕплетнĕ«Çулталăк çитĕнĕвĕсем» грантăн номинацийĕсене çирĕплетнĕ
«Çулталăк çитĕнĕвĕсем» грантăн номинацийĕсене çирĕплетнĕ

Асăннă  хушăва регион ертÿçи Радий Хабиров алă пуснă. Документра кашни номинаци валли критерисем те çырса хунă. «Башинформ» маларах пĕлтернĕ тăрăх, Радий Хабиров конкурса ирттересси тата чи лайăх муниципалитетсене палăртасси пирки калакан указа 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче алă пуснă. Пĕр муниципалитет валли 5 млн тенкĕ грант парĕç. Çĕнтерÿçĕсем укçана территорисене малалла аталантарас ĕçе яма пултараççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас