

Июнь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Благовещенск районĕнчи тата хулинчи ЗАГСра тĕрлĕ юрату историллĕ çичĕ çемье мăшăрланнă.
Ильдарпа Алена кунта Ĕпхÿ хулинчен килнĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерекенсем 15 çул пĕрле пурăннă хыççăн хăйсен туйăмĕсене хут çине çирĕплетме çак куна суйланă. Вĕсем икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Хĕрĕсем çемье пулăмĕн тĕп свидетелĕсем пулнă.
Альфредпа Диляра никах ирттернĕренпе пĕр çул çитнĕ кун çырăнма шутланă. Вĕсене юлташĕсем паллаштарнă.
Виталипе Алена пилĕк çул каялла Благовещенск хулинчи «Оазис» кафе çывăхĕнчи сăрт çинче паллашнă. Вĕсен шучĕпе, çакă телейлĕ паллашусемшĕн чи лайăх вырăн.
Азатпа Лидия пĕр-пĕринпе интернетра паллашнă. Нумай çул иртсен çеç хăйсем юнашарах пурăннине пĕлнĕ.
Александрпа Дарья тĕрлĕ вырăнта пурăннипе онлайн мелĕпе çыхăннă. Пĕрре тĕл пулнă хыççăн урăх уйрăласшăн пулман.
Надеждăпа Александр республикăн тĕп хулинче паллашнă. Анчах та хăйсем мăшăрланнине çирĕплетме арăмĕн тăван тăрăхне суйласа илнĕ.
- Çакăн пек географи пирĕн çамрăк мăшăрсен, анчах та юратакан чĕрисене вĕсем шăпах кунта, Благовещенск хулинче, пĕрлештерме шутланă. Ку хула вĕсен чĕрисенче яланлах пулĕ, - палăртнă ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Тимофеева.