Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
11 Июня , 12:00

Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăри çирĕм районта «типĕ саккун» ĕçлĕ

Раççей кунĕнче Пушкăртстанри 20 районта акатуйсем иртĕç. Ку вара çак муниципалитетсенче эрех-сăрана ваккăн  сутма чарассине пĕлтерет.

Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăри çирĕм районта «типĕ саккун» ĕçлĕИюнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăри çирĕм районта «типĕ саккун» ĕçлĕ
Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăри çирĕм районта «типĕ саккун» ĕçлĕ

Аса илтерме, сабантуйсем ирттернĕ кунсенче республикăри хуласемпе районсенче эрех-сăра сутма чарнă.

«Обществăлла апатлану çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекенсене эрех-сăрана ваккăн сутма чармаççĕ», - палăртнă Пушкăртстанри суту-илÿ министерствинче.

Паян сабантуй Баймак районĕнче иртнĕ. Ыран, июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче, «акапуç уявне» Балтач, Белокатай, Благовар, Благовещенск, Бурай, Давлекан, Дуван, Иглин, Илиш, Ишимбай, Киги, Краснокамск, Мишкин, Нуриман, Салават, Çтерлĕпуç, Татăшлă, Туймазă, Федоровка тата Шаран район аграрийĕсем паллă тăвĕç.

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн Радий Хабировăн указĕпе килĕшÿллĕн июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Бирск, Караидель, Мечетлĕ, Çтерлĕ районĕсенче, июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче – Пелепей тата Куюргазă районĕсенче сабантуйсем иртĕç.

Кăçалхи çулăн юлашки акатуйĕсене июль уйăхĕнче - Дюртюлĕ районĕнче июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Белорецк районĕнче июль уйăхĕн 18-мĕшĕнче -  паллă тăвĕç

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас