Урал сасси
+19 °С
Облачно
Новости
15 Июня , 08:00

Çĕр хăвăлĕнче мамонт шăммине тупнă

Интереслĕ тупрана Ĕпхÿ çул çÿревçи Олег Чегодаев «Пушкăртстан» наци паркĕнче вырнаçнă «Грезы» çĕр хăвăлĕнче экспедицире пулнă чухне тупнă. Вăл хăйĕн социаллă сетĕнче çырнă тăрăх, похода кайнисем малтан артефакта ахаль чул вырăнне йышăннă, çавăнпа тупнă япалана геолог специалиста кăтартнă. Вăл ку япала авалхи мамонтăн шăммин пайĕ пулнине çирĕплетнĕ.

Çĕр хăвăлĕнче мамонт шăммине тупнăÇĕр хăвăлĕнче мамонт шăммине тупнă
Çĕр хăвăлĕнче мамонт шăммине тупнă

Тупрана Ĕпхÿри «Урал тăвĕсен посольстви» музей центрĕнче кăтартма палăртаççĕ.

Нумаях пулмасть, мамонтăн тупнă пысăк шăлне Пушкăртстан Республикин наци музейне панă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас