Урал сасси
+19 °С
Облачно
Новости
15 Июня , 13:00

Туризм рейтингĕнче Пушкăртстан 13-мĕш вырăнта

Пушкăртстан Правительствин республикăна ертсе пыракан центрĕнче иртнĕ оперативлă канашлăвĕнче региона килекен туристсен юхăмĕ ÿснине палăртнă. 2025 çул кăтартăвĕсем тăрăх, республика пĕтĕм Раççей рейтингĕнче 16-мĕш вырăнтан 13-мĕшне хăпарнă. 

Туризм рейтингĕнче Пушкăртстан 13-мĕш вырăнтаТуризм рейтингĕнче Пушкăртстан 13-мĕш вырăнта
Туризм рейтингĕнче Пушкăртстан 13-мĕш вырăнта

Пушкăртстанра 2,4 млн хăна – 2024 çулхинчен 8,2% нумайрах – пулса курнă тесе пĕлтернĕ ПР туризм тата предпринимательство министерствин пуçлăхĕ Светлана Верещагина. Иртнĕ çул республика Атăлçи федераллă округĕн  рейтингĕнче Тутарстана, Анат Чулхулана, Самара облаçне мала ирттернĕ пулнă,  кăçал вара виççĕмĕш вырăна тухнă.

 - Асăннă цифрăсем савăнтараççĕ. Танлаштарусем питĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсем нумай япалана уçăмлатаççĕ. Хальхи вăхăтра шалти туризмпа интересленесси вăй илет, çакăнпа усă курма пĕлмелле, туристистсене хамăр республикăна явăçтармалла, - тенĕ Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ  Радий Хабиров.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас